Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫне лайӑх пурнӑламаншӑн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хӗрарӑм Анат Чаткас ял тӑрӑхӗнчи пӗр ялта ҫул сарасси пирки пӗлӗшӗпе, пӗр фирмӑн генеральнӑй директорӗпе, килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Унтан вӑл ыйтнипе подрядчик ӗҫе пурнӑҫлани пирки актсем ҫырнӑ. Кайран ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ документа бухгалтерие тӑратнӑ. Кун хыҫҫӑн контрагент шучӗ ҫине 175 пин тенкӗ ытла куҫнӑ.
Анчах ҫул сарас ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ. Тӗрӗссипе, полицейскисем интересленме тытӑнсан ҫеҫ ӗҫ вырӑнтан хускалнӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Пуҫлӑх айӑпне йышӑнса тӑкака саплаштарнӑ.
Етӗрне районӗнче — ҫӗнӗ прокурор. Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Генпрокурорӗ кун пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, малашне ку должноҫе юстицин аслӑ советникӗ Фуражников Юрий Алексеевич йышӑнать. Вӑл 55 ҫулта.
Юрий Алексеевич Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ, унтах ӳснӗ. Етӗрне районне куҫариччен вӑл Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсен прокурорӗ пулнӑ.
Юрий Фуражников ҫемьеллӗ, унӑн икӗ ача пур.
Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗпе Геннадий Большаковпа сывпуллашаҫҫӗ.
Чӑваш сценин хальхи вӑхӑтри ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Шӑмӑршӑ районӗнчи Хӗрлӗ Васан ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл 55 ҫул тултарнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине (институтне) вӗренсе пӗтернӗскер чӑн-чӑн сцена ӑсти пулса тӑнӑ. Ӑна куракансем ялан ӑшшӑн йышӑннӑ. Кирек епле сӑнара та ӗнентерӳллӗ тата чуна парса калӑплаканскере курассишӗнех вун-вун ҫын театр енне ҫул такӑрлатнӑ. Ватти те килӗштернӗ ӑна, яшши те. Арҫыннин чунне те тыткӑнланӑ вӑл, хӗрарӑмминне те. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, юратнӑ артистӑмӑр...
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх пуканне йышӑнакан хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫлӑх организаципе (унӑн тӗп директорӗ пӗлӗшӗ пулнӑ) килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ялта ҫул сармалла пулнӑ.
Унтан пуҫлӑх ыйтнипе документсем илсе килнӗ. Вӗсенче ҫул сарнине палӑртнӑ. Чӑннипе вара нимӗнле ҫул та пулман. Ҫак документсем пулӑшнипе контрагент счечӗ ҫине 175 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ. Палӑртмалла: ялта ҫула ҫаплах сарман.
Кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче Улатӑр хулин хысни хӗсӗннӗ. Иртнӗ ҫулхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, унтисен хыснине укҫа-тенкӗ 15,9% сахалтарах кӗнӗ. Элӗк районӗнче 11,5% чакнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайчӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне муниципалитетсен бюджетне налук тата налук мар тупӑш пурӗ 544,9 млн тенкӗ кӗнӗ. Асӑннӑ суммӑран 399,9 миллионӗ — налук.
Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан тупӑш шайне 19 районта ӳстернӗ. Уйрӑмах аван ӗҫленисен шутӗнче Ҫӗрпӳ (ӳсӗм 64,1%), Шупашкар (33,0%), Йӗпреҫ (17,2%), Красноармейски (17,0%) тата Шӑмӑршӑ (16,6%) районӗсене асӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑйсем туса илекен тупӑш виҫи ҫичӗ муниципалитетра чакнӑ.
Паян «Хыпар» хаҫат редакторне кама ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Вӑл должноҫе Шупашкар район хаҫатне юлашки ҫулсенче ертсе пынӑ Татьяна Вашуркинӑна шаннӑ. Конкурс ирттерессине иртнӗ ҫулхи раштавра пӗлтернӗччӗ, претендентсен заявленийӗсене иртнӗ эрнере пӑхса тухнӑччӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑччӗ: Татьяна Вашуркинасӑр пуҫне ИҪӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, издательство ҫурчӗн директорӗн–тӗп редакторӗн ҫумӗ, унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев, «Хыпарӑн» «Чӑваш хӗрарӑмӗ» редакцийӗн редакторӗ Маргарита Ильина, унччен «Хыпар» тытӑмӗнче ӗҫленӗ Владислав Николаев.
Татьяна Геннадиевна 1982 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. 2005–2012 ҫулсенче Чӑвашэнергосбытра халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистра тӑрӑшнӑ. 2012 ҫулхи ҫулла вӑл Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ: сайт редакторӗнче, редактор тивӗҫне пурнӑҫлаканта тӑрӑшнӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе районта ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Ку ыйтӑва ҫуллаччен татса памалла.
Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура ҫӗкленӗ. ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов тӗп тумалли ҫӳп-ҫап куписем пирки доклад вуланӑ.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче, Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Вӗсем экологи тата санитарипе эпидемиологи требованийӗсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ.
Район пуҫлӑхӗсем ҫӳп-ҫап куписене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме шантарнӑ.
Кӑҫалхи вунпӗр уйӑхра пирӗ республикӑра ҫемье ҫавӑрас шухӑшлисем пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 22,7 процент сахалланнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ вара чакман — 2,3 процент нумайланнӑ.
Туй кӗрлеттерекенсем сахалланнӑран-ши, ача ҫуратакансем те йышлӑ мар: ҫемьене ҫӗн кайӑк килесси кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 3,4 процент чакнӑ. 11 уйӑхра 15169 пепке ҫуралнӑ. Ку шутран 37,1% — ҫемьери пӗрремӗш ача, 45,2% – иккӗмӗш, 13,4% – виҫҫӗмӗш.
Маларах ялта ытларах ҫурататчӗҫ пулсан, халӗ апла мар: 10147 ача хулара ҫуралнӑ, ыттисем — ялта. Ача йышлӑ ҫуратакансем Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче, Канаш хулинче тата Патӑрьел районӗнче. Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав районӗсенче йыш хушма васкамаҫҫӗ.
Чӑваш Енре Африка мурӗ пирки каллех калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӑрманта хир сыснисен виллисене тупсан карантин йышӑнчӗҫ.
Ҫуркунне ҫитиччен республикӑри пилӗк районта 185 хир сыснине вӗлерме палӑртнӑ. Ку мӗнпе ҫыхӑнни паллӑ: Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисен виллине тупнӑ.
Халӗ пилӗк районта ҫак чӗрчунсен хисепне мӗнле шайлаштармаллине сӳтсе яваҫҫӗ. Африка мурне сарӑлма парас мар тесе Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче хир сыснисен йышне чакарма палӑртнӑ. Ҫавна май сунарҫӑсене пеме ирӗк парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |